Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Юхма Мишши

Юхма Мишши (чӑн ячӗ Юхма Михаил Николаевич), — чӑваш ҫыравҫи, историкӗ, сӑвӑҫи, драматургӗ. 1936 ҫулхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патӑръел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

1964 ҫултанпа СССР ҪП членӗ. Чӑваш халӑх ҫыравҫи (1993), Чӑваш Енӗн, Тутарстан, Мари Эл, Удмурт республикисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Пӗрлӗшнӗ Нацисен Ушкӑнӗн парнине тата ылтӑн медальне (1986) тивӗҫ пулнӑ. Ӑна Тӗнчери литературӑн К. Симонов, В. Пикуль, А. Фадеев ячӗллӗ, эрменсен Паруйр, азербайджансен Самед Варгун ячӗллӗ парнине, нимӗҫсен «Ҫӗнйӗркелӗх» парнине, турккӑсен «Тӗрӗк тӗнчишӗн тунӑ пысӑк ӗҫсемшӗн» хисеп парнине панӑ.

Пурнӑҫӗ

Патӑръелӗнчи вӑтам шкултан, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Шкулта ачасене вӗрентнӗ, пӗр хушӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче редакторта ӗҫленӗ. Хальхи вӑхӑтра Чӑвашсен обществӑпа культура центрне тата Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвне ертсе пырать.

Ӗҫӗсем

Халиччен унӑн икҫӗре яхӑн кӗнеке тухнӑ. Паллӑраххисем:

  • «Ҫӑлтӑрсем чӗнеҫҫӗ» (1965),
  • «Мускав ҫулӗ» (1966),
  • «Эльпи чечекӗсем» (1969),
  • «Кӑвак ҫӗмрен» (1971),
  • «Еткер» (1986),
  • «Термен» (1990),
  • «Анне ҫӑкӑрӗ» (1991),
  • «Атте пахчи» (1992),
  • «Авалхи чӑвашсем» (1996),
  • «Авалхи чӑваш туррисемпе паттӑрӗсем» (1996).

Юлашки ҫулсенче ҫыравҫӑ «Хуркайӑк ҫулӗ» ятлӑ историллӗ романсен ярӑмпа ӗҫлет. Вӑл ярӑмра халӗ тухнӑ:

  • «Хӗвел хапхи» (иккӗмӗш ячӗ «Тамарислу — амаҫынсен патши»);
  • «Юрӑҫӑпа патша» (иккӗмӗш ячӗ «Сӑкӑт пики — сар пике», 2002);
  • «Ылттӑнту — тӑван кил» (иккӗмӗш ячӗ «Метте — хунсен ҫарпуҫӗ», 2001);
  • «Аттил-патша» (иккӗмӗш ячӗ «Ҫын куҫҫулӗ ҫӗре ӳкмест», 2003);
  • «Купрат патша» (иккӗмӗш ячӗ «Пурнӑҫ ҫулӗ — вӑрӑм ҫул», 2003);
  • «Атӑл шывӗ юха тӑрать» (иккӗмӗш ячӗ «Пуласлӑха курас тесе», 2004);

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Юхма Мишши хайлавӗсем


 
Категорисем: Юхма Мишши
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-09-10 00:01:56 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 33509 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем